Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.
Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача).
Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси.
Парижра пурӑнакан Ольга Николаева (Грелон) чӑвашла-хрантсусла словарь кӑларма ӗмӗтленни пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр — вӑл «Нарспи» мюзикл валли хрантсусла субтитр хатӗрлесшӗн иккен. Ҫак шухӑш патне вӑл кӑҫал ҫулла «Хавал» уйлӑхра пулнӑ хыҫҫӑн пырса ҫитнӗ. Аса илтеретпӗр, уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта Парижран килнӗ Ольга та хутшӑннӑ. Пӗччен мар, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрӗпе. Ольгӑн ашшӗ-амӑшӗ — Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Анчах Чӑвашран тухса кайнӑ хыҫҫӑн кунта вӗсем пурӑнман, ҫулла пӗрер уйӑхлӑха килсе кайнипех ҫырлахнӑ. Мускаври патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ Ольга вырӑсла, хрантсусла, акӑлчанла пӗлет, халӗ нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Кунсӑр пуҫне халӗ, ав, чӑваш чӗлхине те ӑша хывнӑ.
«Нарспи» мюзикл вырӑс субтитрӗсемпе DVD ҫине тухнӑ хыҫҫӑн Ольга ӑна хрантсусла куҫарма шухӑшлать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенсем шкулсенчи вӗренекенсем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсемпе конкурссем ирттереҫҫӗ, уявсем йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, сӑмахран, Горбунова Галина Георгиевна ертсе пынипе 7-10-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Хӑвӑн тӑван ҫӗршывна пӗлетӗн-и?» ятлӑ викторина иртрӗ. Унта районти 43 вӗренекен хутшӑннӑ, ыйтусем ҫине акӑлчанла ответленӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ Раҫҫей географине, историне, политика системи тата символӗсене, Мускав историне лайӑх пӗлнине кӑтартса панӑ. Мускав тӑрӑх ятарлӑ экскурси пирки те акӑлчанлах ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче акӑлчан тата хрантсус чӗлхине юратакансем каллех Хӗрлӗ Чутай шкулне хутшӑнчӗҫ, «Страноведческий калейдоскоп» (чӑв. Ҫӗршывпӗлӗвӗн калейдоскопӗ) конкурсра 30 вӗренекен Лондонри тата Францири паллӑ вырӑнсем пирки каласа пачӗҫ, пӗр-пӗрин хӑтлавӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Конкурс ҫӳллӗ шайра иртрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |